Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Архив хучӗсем пӗлтереҫҫӗ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче ҫӗршывра ача ҫурчӗсем, коммуна шкулӗсем нумай уҫнӑ. Вӗсенче тӗнче тата граждан вӑрҫине, 1921 ҫулхи выҫлӑха пула тӑлӑха юлнӑ ачасене пуҫтарнӑ.

Ҫакӑн пек шкул 1921 ҫулта Шупашкарта та ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна III Интернационал ячӗллӗ сӑнавлӑ-кӑтартуллӑ коммуна шкулӗ тенӗ. Ҫак шкул чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас ӗҫре тарӑн йӗр хӑварнӑ. Унӑн паха опычӗ хальхи вӑхӑтра та усӑ парать. Коммуна шкулӗ ҫинчен Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗн докуменчӗсем каласа параҫҫӗ.

Шкул валли хулари чи лайӑх ҫуртсенчен пӗрне — тӗн училищи пулнӑ ҫурта — уйӑрса панӑ. Унта ачасем пурӑннӑ та, вӗреннӗ те. «Чухӑн хресчен ачисем, тӑлӑх е ҫурма тӑлӑх, выҫӑпа аптранӑскерсем, Чӑваш облаҫӗн тӗттӗм кӗтесӗсенчен пуҫтарнӑскерсем, 8-10 ҫулсенчискерсем, 1921 ҫулта вӗсем 45-ӗн вӗренме пуҫларӗҫ. Ачасем пӗр-пӗринпе хӑвӑрт паллашрӗҫ, туслашрӗҫ», — ҫапла ҫырнӑ коммуна шкулӗн ӗҫ отчетӗнче унӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ — Мускавран килнӗ Александр Васильевич Морозов. Ун ҫинчен документсенче ҫапла каланӑ: «Коммуна шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӑста педагог, зоологи магистрӗ, хӑй ирӗкӗпе ученӑй карьерине пӑрахнӑскер, ҫӗнӗ совет шкулне тӑвассишӗн ырми-канми тӑрӑшаканскер ӗҫлет». Каярахпа шкул пуҫлӑхӗнче С.В. Васильев, Е.Д. Тимофеева-Ванеркке, А.М. Ислюков ӗҫленӗ. Пӗрремӗш воспитательсем — Е.Д. Тимофеева, Е.В. Васильева, К.К. Яргункин, А.С. Абрамова-Кустарина, Е.Г. Романова, З.Н. Пикторинская. Вӗрентекенсен хушшинче чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисем: А.И. Токсина, М.Д. Трубина, С.П. Горский, В.И. Иварбеева, Е.Д. Ярзутова-Разумова, М.П. Павлов тата ыттисем. Чӑваш халӑх поэчӗ Н.И. Полоруссов-Шелепи коммуна шкулӗн завхозӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ.

Малтанхи ҫулсенче йывӑрлӑх нумай пулнӑ, апат-ҫимӗҫ, кӗнеке, хут-кӑранташ ҫитмен, анчах коммунарсем туслӑ, савӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, телейлӗ пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленнӗ. Ҫӗршыв экономики ура ҫине тӑма тытӑннӑ май шкул та аталансах пынӑ. Часах ӑна тата 2 ҫурт, ҫӗр лаптӑкӗ, 2 сад уйӑрса панӑ. Лаша, 3 ӗне, 30 сысна, 100 яхӑн кролик тытнӑ. Ачасен йышӗ 240 ҫитнӗ. Мӗн пур ӗҫе ачасем хӑйсем тунӑ: ҫурт-йӗре тасатнӑ, хутса ӑшӑтнӑ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ҫитӗнтернӗ, сӑнавсем ирттернӗ. «Шкул чӑнах та пысӑк ӗҫ ҫемйи пулса тӑчӗ. Ачасем питӗ тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пахча эртелӗ помидор калчине хамӑр валли кӑна мар, сутмалӑх та ҫитӗнтерме пултарчӗ», — вулатпӑр 1924/25 ҫулхи ӗҫ отчетӗнче.

1925 ҫулта коммуна шкулне 8 ҫул вӗренмелли туса хунӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл методика центрӗ пулса тӑнӑ. Унта вӗрентес ӗҫӗн ҫӗнӗ меслечӗсемпе чи малтан усӑ курнӑ. Уроксене чӑвашла ирттернӗ. Чӑвашла кӗнеке ун чухне сахал пулнӑ. Вӗрентекенсем учебниксене хӑйсем ҫырнӑ. Евдокия Дмитриевна Тимофеева-Ванеркке — пирвайхи чӑвашла совет букварӗн авторӗ. Ҫак букварь пичетрен 4 хут тухнӑ, нумай ача вулама вӗреннӗ унпа. Семен Васильевич Васильев хими тата физика учебникӗсем, А.С. Абрамовӑпа Е.Р. Романова вӗрентекенсем «Ҫутталла» хрестомати, С.В. Васильев, З.Н. Пикторинская, А.С. Абрамова авторсем «Йывӑҫ-курӑк» кӗнеке ҫырса хатӗрленӗ, Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗренекенсем коммуна шкулне практикӑна ҫӳренӗ. Ялти учительсем пыра-пыра хӑйсен пӗлӗвне ӳстернӗ.

Унта тӗрлӗ кружок ӗҫленӗ. Чӗлхепе литература кружокӗнче ачасем сӑвӑ-калав ҫырма хӑнӑхнӑ, алӑпа ҫырса журналсем кӑларса тӑнӑ, «Ҫулӑм», «Ирӗк», «Ҫамрӑк хунавсем» ятлӑ пулнӑ вӗсем. Виҫӗ сасӑпа юрлакан хор йӗркеленӗ. Хора ертсе пынисен йышӗнче — Ф.П. Павлов, С.М. Максимов композиторсем.

Ачасен тавракурӑмне ӳстерес тӗллевпе экскурсисем йӗркеленӗ, Мускавра, Хусанта, Чулхулара пӗрре кӑна мар пулнӑ вӗсем. 1926 ҫулта Мускавра ачасен пӗр ушкӑнне Н.К. Крупская йышӑннӑ. Каярахпа Надежда Константиновна шкула 500 кӗнеке ярса панӑ. Ҫарпа патриотизм, спорт енӗпе те шкулта сахал мар ӗҫленӗ. Добрянский, Варфоломеев, Семенов тата ытти вӗрентекен ертсе пынипе спорт коллективӗсем хулари ӑмӑртусенче яланах малти вырӑна тухнӑ.

Шупашкарти пионерсен пӗрремӗш отрячӗ коммуна шкулӗнче йӗркеленнӗ, комсомол ячейки те хастар ӗҫленӗ. «Яла кайсан тӗттӗм халӑх хушшинче мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫлес», — тесе йышӑннӑ вӗренекенсем хӑйсен пӗр пухӑвӗнче. Вӗсем Карачура ялне шефа илнӗ. Унта хут пӗлменнисене вӗрентме ҫӳренӗ, хӑйсемех пьесӑсем ҫырса ял ҫыннисем валли спектакльсем лартнӑ, тырӑ вырнӑ вӑхӑтра пӗчӗк ачасене пӑхнӑ, аптечкӑсем йӗркеленӗ, трахома чирӗпе, тасамарлӑхпа кӗрешнӗ.

1929 ҫулта Шупашкарти коммуна шкулӗ Пӗтӗм Союзри педагогика выставкине хутшӑннӑ.

Вунӑ ҫул ӗҫленӗ асӑннӑ шкул. Унтан ачасен виҫӗ ушкӑнӗ вӗренсе тухнӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ вӗсем, хастар та пултаруллӑ ҫынсем, Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пулса тӑнӑ. Уйӑп Мишши, Макар Хури поэтсем, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки Т.П. Ерусланова, А.Д. Демидов художник, РСФСР тата Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ врачӗ З.А. Морозова, А.Е. Егоровпа Н.Д. Кузнецов наука кандидачӗсем, А.С. Ургалкин педагог, И.М. Михайлов киноинженер тата ытти нумай ят ӗмӗрлӗхех историе кӗрсе юлнӑ.

Валентина Питернова
«Хыпар», 2011, авӑн, 7


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-28 18:43:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7225 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем